3 ноября 2022
Укҫана перекетлемелли 100 меслет!
100 способов сэкономить #деньги💰
Пĕрремĕш пайĕ. Первые 2️⃣5️⃣. 👌
Кирлӗ мар тӑкаксемпе кӗрешетпӗр
1. Мӗн те пулин илес умӗн лайӑх шутлӑр: ку япала сире чӑннипех кирлӗ-и? Енчен те эсир унпа пӗр-икӗ хут ҫеҫ усӑ куратӑр пулсан ан илӗр, кирлӗ-кирлӗ мар ҫине укҫа тустарма пӑрахӑр.
2. Хӑвӑр енчӗкӗр тата кредит карттӑрсем ҫине «Ку сана кирлӗ-и?!» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ пысӑк хутсем ҫыпӑҫтарӑр.
3. Хаклӑ япала илнӗ чух ан васкӑр. 3-4 эрне шухӑшлама вӑхӑт илӗр. Ҫак хушӑра япалана илес кӑмӑл ҫухалчӗ пулсан – вӑл сире кирлӗ те пулман иккене асӑрхӑр.
Лавккара сахалтарах тӑкаклама
4. Вӑхӑт ирттерме кӑна укҫа тӑкма чарӑнӑр. Пӗр-пӗр пысӑк Суту-илӳ ҫуртне кайсан чи кирлине илӗр те ытти витринӑсем ҫине пӑхмасӑрах килӗре вӗҫтерӗр. Кафере апатланма юласран, «паян ҫеҫ скидкӑпа» сутӑнакан япаласене илесрен асӑрханӑр.
5. Тӗрлӗ лавккара тӗрлӗ хаксем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа сирӗн килӗр ҫумӗнче темиҫе лавкка пулсан ҫур ҫулта пӗрре те пулин вӗсенчи хаксене танлаштарӑр.
6. Хаклӑ япала туяннӑ чух Интернет-лавккасенчи хаксемпе танлаштарма ан манӑр. Ҫакӑн валли сире 10-15 минут ҫеҫ кирлӗ пулӗ. Хӑш чухне пӗр япала хакӗ 50-70% е 2 хут таран та уйрӑлса тӑма пултарать, сахал мар укҫа перекетлесе хӑварма пултаратӑр.
7. Нумай япалана интернетран йӳнӗрех хакпа туянма пулать. Хаксене танлаштарма ан ӳркенӗр!
8. Енчен те эсир тӑтӑшах (часто) пӗр лавккана ҫӳретер пулсан унӑн дисконт карттине туянӑр. Унпа 5-10% скидка пулма пултарать, ҫулталӑк хушшинче вара сахал мар укҫа упраса хӑвараятӑр.
9. Хӑш-пӗр лавкка хӑйӗн маркипе кӑларнӑ таварсене йӳнӗрех хакпа сутать. (Тӗслӗхрен, Диксире «Дикси» тесе ҫырнӑ таварсем). Нумай чухне вӗсен пахалӑхӗ (качестви) паллӑ брендлисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть.
10. Пӗр-пӗр япала сире халех кирлӗ мар пулсан ӑна распродажӑсенче туянӑр. Хаксем Ҫӗнӗ ҫул, Ҫветтуй Валентин, Хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уйрӑмах чакаҫҫӗ.
11. Сутӑҫӑпа калаҫӑр, ан хӑрӑр, хакне чакарттарӑр. Хӑш чухне ытла аван чакарма пултараҫҫӗ.
12. Нумай чухне лавккара мӗн те пулин туянсан унпа пӗрле сире тата мӗн те пулин илме сӗнеҫҫӗ. Сӑмахран, телефонпа пӗрле хӑлхалӑх (наушник), курткӑпа – шарф т.ыт.те. Сире вӑл чӑннипех кирлӗ-и? Лайӑх шухӑшлӑр.
13. Япалана кредита илессинчен асӑрханӑр. Эсир уншӑн 25-30% ытлашши тӳлеме пултаратӑр.
14. Лавккара пӗр тавартан ытларах туянтӑр пулсан чексене тӗрӗслеме ан манӑр. Сире пӗлсе те, пӗлмесӗр те улталама пултараҫҫӗ.
Апат-ҫимӗҫ ҫине укҫана сахалтарах пӗтерме
15. Апат-ҫимӗҫ туянма кайиччен ят-йыш (список) ҫырӑр. Ҫав ят-йышран нимпе те ан тухӑр, ытлашшине ан илӗр.
16. Апат-ҫимӗҫ ят-йышне (списокне) тӑвас умӗн холодильникӑра уҫса пӑхӑр. Тен, хӑшне-пӗрне илмелле те мар?..
17. Лавккана кайиччен апат ҫисе кайӑр. Выҫӑ пулни сире ытлашшине илме хистӗ.
18. Хӑвӑрпа пӗрле ытла нумай укҫа ан илӗр. Нумайрах илетӗр – нумайрах пӗтеретӗр.
19. «Хура мамонт» сортлӑ, экологилле таса, ҫурҫӗрте 12-ре 12 хитре хӗр туса хатӗрленӗ олива ҫуне илмесен те юрать. Эсир шеф-повар пулмасан ахаль олива ҫӑвӗ те каять – уйрӑмлӑхне чухласа илеймӗр.
20. «Ҫурмафабрикатсем». Енчен те эсир фарш туянса катлетсене килӗрте тусан – 15-25% йӳнерех тухӗ.
21. Фасовать тунӑ таварсем виҫсе илмеллисенчен чылай хаклӑрах. (Тӗслӗхрен: кӑлпасси е сыр). Таварӑн 100 грамӗ мӗн чухлӗ тӑрать? Ҫавӑн пек танлаштарӑр.
22. Нумай вӑхӑт хушши пӑсӑлман таварсене – консервӑна, кӗрпесене, макарон, тип ҫӑва, техӗмлӗхсене (приправы) оптовӑй лавккасенче илсен чылай йӳнерех пулӗ.
23. Лавккара куҫӑрпа пӗр тан вырнаҫнӑ таварсене мар, аяларах е ҫӳллӗрех вырнаҫнисене пӑхма тӑрӑшӑр. Нумай чухне сутакансем йӳнӗрех таварсене унта вырнаҫтараҫҫӗ.
24. Кафере е ресторанра темиҫе ҫимӗҫ илмесен те юрать. Пӗр ҫимӗҫ ҫини сирӗн енчӗкӗршӗн те, пилӗкӗршӗн усӑллӑ пулӗ.
25. Ытларах кафере е ресторанра мар, килӗрте апатланма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, кафери чей 3-5 $ тӑрӗ, килӗрти вара - 0.05 $ анчах.